Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тин ҫеҫ хӗвел тухса ҫӗкленнӗ вӑхӑтра (Волгин В.)

Тин ҫеҫ хӗвел тухса ҫӗкленнӗ вӑхӑтра
Ыр тӗлӗк курнӑ чух тӑрук вӑрантӑм.
Алӑк уҫса сас тунӑ-мӗн сестра...
Вӑраннӑшӑн эп хытӑ пӑшӑрхантӑм.

Ах, хура куҫ, илемлӗ сарпике,
Кала-ха, мӗншӗн, мӗншӗн ир ҫӳретӗн?
Эс татрӑн вӑхӑтсӑр ман ырӑ тӗлӗке,
Мана кун-ҫул ҫеҫ кирлӗ — ху пӗлетӗн.

Кун-ҫул! Ӑна халь ҫеҫ эп куртӑм тӗлӗкре,
Пӗлесчӗ санӑн мӗн тери хаваслӑх
Ҫав ырӑ самантра хускалчӗ чӗремре.
Мӗн калӑттӑн, мана эс ӑнланас-тӑк?..

Юлташсемпе пӗрле ем-ешӗл улӑхра
Пыратпӑр пек утса, юрлатпӑр юрӑ.
Илемлӗ мӑн хула курнать пек аякра,
Ҫӗршыв чӗнет янравлӑн: «Пурӑн... Пурӑн...»

Умра Мускав, умра ак Ленин тӑвӗсем,
Ак университет, епле вӑл капӑр!
Тинех ҫывхарчӗҫ ман чи ҫутӑ ӗмӗтсем,
Михал Васильч тавра тӑрсах пӑхатпӑр.

Салам, ӑслӑлӑхӑн чи аслӑ корифейӗ!
Пире чӗнет вӑл: кӗрӗр, алӑк уҫӑ.
Чупсах пыратпӑр—кам малтан ҫитейӗ...
Ҫав самантра вӑратрӑн, хура куҫӑм.

Вӑрантӑм вӑхӑтсӑр, каллех эс ман умра.
Каллех укол, татах ҫак шурӑ пӳлӗм.
Анчах Мускав кӗрлет, шавлать ав урамра,
Тапать ҫӑлкуҫ пек пурӑнӑҫ хӗрӳллӗн.

Ман ӗмӗт те хӗрӳ—ман кантӑк умӗнче
Юрлать саркайӑк ҫут хӗвеллӗ куншӑн.
Епле чипер, епле илемлӗ ҫут тӗнче,
Ӳсентӑраншӑн, пӗтӗм чӗрӗ чуншӑн!

1954

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 09:27:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2228 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем